Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: культура ҫурчӗсем

Уяври самант
Уяври самант

Паян Сӗнтӗрвӑрринчи культура ҫуртӗнче уяв пулчӗ — ӑна ҫак культура учрежденийӗ ҫумӗнчи чӑваш юррин хорне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ. Чылай номинацисенче ҫӗнтернӗ, кашни уява тенӗ пекех хутшӑнакан ушкӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Павлович Раков ертсе пырать. Мӑшӑрӗ те унан ҫак хортах юрлать.

Халӑх хорӗн ҫупҫинче — терлӗ автор юррисем. Ҫав шутра, паллах, чӑваш халӑх юррисем те. Хальхи композиторсен хайлавӗсене те тиркемеҫҫӗ вӗсем — Ф. Лукин, Г. Хирпӳ, Ю. Кудаков кӗвӗленисене шӑрантараҫҫӗ. Ушкӑнра аслисем кӑна мар, ача-пӑча та сахал мар — ҫитӗннӗ ӑрӑвӑн эткерне ӳнер шкулӗн фольклор пайӗнче вӗренекенсем тӑсаҫҫӗ.

Уяв халах хорӗн юррисемпе пуҫланчӗ. «Чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле», «Юрату юрри», «Итлӗр куккук сассине» тата ытти юрӑ курма килекенсен кӑмӑлне ҫӗклерӗ. Ҫавра ҫул тултарнӑ ушкӑна саламлама ыттисем те килнӗччӗ — вӗсенчен те парне, юрӑ саламӗ, пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе ҫитнӗ Алевтина Соколовӑпа Александр Иванов та ыттисенчен юлмарӗҫ — хисеп хучӗпе чысланисӗр пуҫне пӗрер юрӑ шӑрантарса пачӗҫ.

Малалла...

 

«ЧР ялӗсенчи культура учрежденийӗсене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» Хушӑва пурнӑҫа кӗртсе Тӑвай енре чылай ӗҫ туса ирттернӗ. 26 культура ҫуртӗнчен 19-шне газпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Икӗ ҫул хушшинче Тӑрмӑш, Енӗш Нӑрваш, Тушкил, Йӑнтӑрчӑ, Ҫӑлпуҫ, Чӳкҫырми, Улянкӑ, Кармал, Тӑвай ялӗсенчи культура учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Районта чи малтан, 2007 ҫулта Ҫӗнӗ Пуянкассинче модернизациленӗ учреждени ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмелли программӑпа килӗшӳллӗн Тӑвайри культурӑпа кану центрне республика бюджечӗн шучӗпе 600 пин тенкӗлӗх концерт костюмӗсем тата тӗрлӗ оборудованисем уйӑрнӑ. Район центрӗнчи культура учрежденийӗнче халь сасӑ вӑйлатакан, сцена ҫине ҫутӑ парса тӑракан тата ытти оборудованисем, компьютерсем, телевизор, микрофонсем ҫӗннисем.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.smi21.ru/?publication=917725
 

Етӗрне районӗнчи Мӑн Шемертенре ял Культура ҫуртне уҫрӗҫ. 1710 ҫын пурӑнакан Мӑн Шемертен ял тӑрӑхӗ валли ку чӑн та пысӑк уяв пулчӗ. Культура ҫуртне Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикинчи ялти култура учрежденийӗсене ҫӗнетмелли мерӑсем ҫинчен» Хушӑвне пурнӑҫа кертнӗ май ҫӗнетнӗ. Базӑллӑ культура ҫуртне уҫма Шупашкартан Чӑваш Республикин Культура министрӗ Лизакова Роза Михайловна, ҫавӑн пекех Етӗрне районӗн пуҫӗ Краснов Александр Андреевич, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Бандурин Сергей Николаевич тата ытти чаплӑ хӑнасем килсе ҫитнӗччӗ.

Культура ҫуртне уҫнӑ май фойере ял тӑрӑхӗнчи алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсен куравне вырнаҫтарнӑччӗ.

 

Мӑн Шемертен ял тӑрӑхне пурӗ 6 ял кӗрет, 1700 ытла ҫын пурӑнать.

Малалла...

 

Шифер сӳтеҫҫӗ
Шифер сӳтеҫҫӗ

Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем ҫуллахи вӑхӑтра ахаль лармаҫҫӗ — вулавӑшсене, культура ҫурчӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Нумай пулмасть Якунекассинчи вулавӑш умӗнче карта тытса тухрӗҫ, керамика плитисенчен тротуар сарчӗҫ, тӑррине тата чӳречисене сӑрласа тухрӗҫ. Халӗ вара черетпе Иккӗмӗш Хурамашри культура ҫуртне тирпей кӳме тытӑнчӗҫ — стенисемпе чӳречисене сӑрлама та ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ. Ҫурт тӑрринчи шифер тахҫанхиех, ҫавӑнпа ӑна та хальхи вӑхӑтра анлӑ усӑ куракан профнастилпа улӑштарасшӑн.

Ку ӗҫре вӗсене ялти ҫамрӑксем те пулӑшаҫҫӗ — культура ҫурчӗ ытларах вӗсене кирлӗ-ҫке.

 

Сӑнӳкерчӗксем

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуçламăшĕнчи сÿрĕклĕх сирĕлĕ те вăй кĕрĕ. Сирĕн пысăк ĕçе пуçлăх, ĕçтешсем хаклĕç. Анчах эрне тăршшĕпе ытлашши ывăнма ан тăрăшăр. Канмалли кунсене хула тулашĕнче ирттерĕр.

Ҫу, 20

1843
181
Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ.
1889
135
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ.
1895
129
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
95
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1952
72
Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
2000
24
Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та